Çивĕч калаçу - хăрушсăрлăх çинчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:28 Просмотров: 12

Йĕркеленнĕренпе нумай вăхăт иртмерĕ пулин те, «Кĕмĕл ÿсĕм» центр аслăрах çулхисене пĕрлештерекен туслăх çурчĕ пулса тăчĕ. Тивĕçлĕ канури-

сем кунта пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçса ларма пухăнаççĕ, паянхи çивĕч темăсене сÿтсе яваççĕ, хăйсене пăшăрхантаракан-кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем тупма та пултараççĕ. Мĕншĕн тесен социаллă, медицина, профилактика службисен специалисчĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем те кунта - тăтăш пулакан хăнасем. Центр ертÿçи Нэлли Стеклова пуçарнипе кашни тĕлпулăвах интереслĕ темăпа иртет, пурнăçри çивĕч самантсене хускатать.

Черетлĕ тĕлпулу та, акă, кĕмĕл ÿсĕмри хастарсене чи хумхантаракан ыйтупа калаçăва пуçтарчĕ. Хальхи вăхăтра вăл, пурте ăнланатпăр, - хăрушсăрлăх. Ятарлă çар операцийĕ пыни, лару-тăру лăпкă марри, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче, çав шутра республикăра та, пилотсăр вĕçев аппарачĕсем тĕлĕшĕнчен хăрушлăх тухса тăни пирĕнтен кашнинех асăрханулăх пирки шутлама хистет.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика