Ирсĕрсен шалчийĕ тулĕ...
Ирех паян тавралăха янратрĕ
Сиренăн ытла та сисчĕвлĕ сасси.
Кăшт тĕлĕрнĕ... Шарт! сиктерсе вăратрĕ.
Çак каç пулмарĕ канлĕн çыврасси.
Çĕрĕпелех МИХ-сем асăрхаттарчĕç:
Тăшман атакăласшăн сывлăшран.
Сисмесĕрех ман куçăмсем шывланчĕç
Украина фашистла хăтланнăран.
«Мĕн пулнă/» - сиксе тăчĕ ывăл.
Кушак та йăпшăнчĕ ман çумалла.
«Турăçăм, йăлт пултăр ырă-сывă»,-
Пĕр вĕçĕм çаврăнчĕ ман пуçăмра.
Шухăшсем шкул вăхăтне илсе çитерчĕç:
«Тревога!» янăратчĕ час-часах.
Вĕренÿлли пулсан та хăрататчĕ,
Çырмасенче пытаннă васкасах.
Шел, ирхи вĕренÿлли пулмарĕ.
Фашист шав хăратасшăн хăтланать.
Тавах Турра - усаллине курма памарĕ.
Çĕршывăмăр сыхлăхрах тăрать.
Ирсĕрсен пĕрех шалчийĕ тулĕ!
Раççей çапса аркатĕ тăшмана!
Чĕресенче паян кашнин пĕр кĕлĕ:
Лăплантăрччĕ пăтранчăк самана.
Светлана ЧИКМЯКОВА. 04.03.2026
Март 2026 |
