Пурнăçĕ татăлма пултарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:36 Просмотров: 12

Шупашкарта студентсен ушкăнĕ тус-юлташĕн çуралнă кунне паллă тунă. 18 çулти пĕр каччă вейпа пĕрре-мĕш хут çăвара хыпнă.

Илĕртмĕше алла илни хакла кайса ларнă. Йĕкĕт хытă ÿсĕрме пуçланă, сывлăш пÿлĕнни аптăратнă. Кĕлетки лĕнчĕр кайнă. Юлташĕсем ăна васкавлăн тĕп хула больницине илсе çитернĕ. Медицина ĕçченĕсем тÿрех реанимацие хунă. Тухтăрсем 18 çулти каччăн сывлав системи сиенленнине çирĕплетнĕ. Çамрăк кислород пулăшăвĕпе кăна сывланă. Медицина ĕçченĕсем гормон терапине ирттернĕ. Сиплев хыççăн пациента киле янă.

Астăвăр: электронлă сигарет ырă шăршăллă пулсан та самантрах бронх спазмне пуçарма е этем пурнăçне хăрушлăх умне кăларса тăратма пултарать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика