Апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене 6,8: индексацилеççĕ. Ун виçи вăтамран 16590 тенкĕпе танлашĕ. Ÿсĕм Раççейри 4,3 млн çынна пырса тивĕ.
Социаллă пенсипе страхлав пенсине илеймен, Раççей Федерацийĕнче пурăнакан, ĕçлемен граждансене тивĕçтереççĕ. Ăна патшалăх бюджетĕнчен тÿлеççĕ, çак категорири çынсем илме пултараççĕ:
Страхлав пенсине илме стаж çитмен ватăсем. Вĕсене пенсин ку тĕсне ыттисенчен 5 çул каярах палăртаççĕ, паянхи кун тĕлне хĕрарăмсене - 64, арçынсене 69 çулта. Çак ÿсĕме çитнĕ, официаллă майпа ĕçлекенсене социаллă пенси тÿлемеççĕ.
Тĕплĕнрех – хаçатра.
Март 2026 |
