Чемпион ятне тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:37 Просмотров: 13

Пирĕн ентешсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕсенче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунине палăртма питĕ кăмăллă. Вĕсен сумлă çĕнтерĕвĕсем пирки çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен савăнтаракан хыпарсем килеççĕ. Çакă çамрăксем тăван тăрăхра илнĕ спортри пултарулăхне татах та çÿллĕ шая çĕкленине çирĕплетет.

Çак кунсенче, акă, тепĕр ырă пĕлтерÿ çитрĕ. Маттур спортсмен, Калинино шкулĕн выпускникĕ Дмитрий Козлов кире пуканĕ йăтассипе Алтай крайĕн чемпионĕ пулса тăнă. Ку турнир Барнаул хулинче И.Ползунов ячĕллĕ патшалăх техника университечĕн спорт манежĕнче иртнĕ. Дмитрий 95 килограмлă виçе категорийĕнче ăмăртнă, 24 килограмлă кире пуканне çĕклесе пуринчен нумай очко пухма пултарнă. Çапла майпа пирĕн çамрăк ентеш «Вăрăм цикл» дисциплинăра ылтăн медале тивĕçнĕ.

Каласа хăвармалла, Дмитрий Услапа Нурăс ялĕнчен. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл спортра ÿсĕмсем тунă, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче аван результатсем кăтартнă. Ăна черетлĕ çĕнтерÿпе саламлатпăр, малашне татах та пысăкрах «çÿллĕшсене» парăнтарма сунатпăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика