Чăн-чăн профессионалсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2026, 09:23 Просмотров: 17

Сывлăх начарланнă пирки манăн тăтăшах васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле пулса тухать. Эпĕ вĕсене, шур халатлă ĕçченсене, чăн-чăн профессионалсем пулнăшăн, хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн чĕререн тав тăватăп. Васкавлă медицина пулăшăвĕн Вăрнарти подстанцийĕнче тимлекенсем уйрăмах ăшă та ырă сăмахсене тивĕç. Вĕсем темиçе хут та ман пата килсе пурнăçа çăлса хăварчĕç. Елена Романова фельдшера палăртса хăварас килет. Вăл манпа яланах ырă кăмăллă та тарават, пĕтĕм медицина процедурисене тимлĕн ирттерет. Эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа та сиплет. Ăна ăшă кăмăлĕшĕн, медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калатăп. Елена Никифоровнана тата ытти медицина ĕçченĕсене çынсен пурнăçне çăлас ĕçре çирĕп те таса сывлăх, иксĕлми вăй-хал, хавхалану сунатăп. Яланах маттур та хастар пулăр. Эсир - чăн-чăн паттăрсем. Тавтапуç сире.

Елизавета Георгиева.

Рункă ялĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика