Чăваш енре хир качакисене хуçасăр йытăсем тапăннине шута илнĕ. Вăрнар округĕнче кăна 7 тĕслĕх. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче те килсĕр Кампурсем çак чĕрчунсене сиенленĕ. Кун пирки «Чĕрчунсен тĕнчине тата ООПТ-на хÿтĕлессипе тимлекен дирекци» учрежденинчен пĕлтернĕ.
Республикăри Çутçанталăк министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, çуркунне йĕкĕр чĕрнеллисем час-часах çынсем пурăнакан тăрăхсем çывăхнелле тухаççĕ. Çÿп-çап куписем патнелле апатланма çапкаланчăк йытăсем те пыраççĕ. Çавăн чухне хир качакисене тапăнаççĕ.
Специалистсем çапла сĕнеççĕ:
- çÿп-çап куписем тумалла мар, ялсен хĕррисенчи контейнерсене хупмалла,
- енчен те эсир вăрманпа çывăхарах пурăнатăр-тăк, килти чĕрчунсене тимлĕхсĕр хăвармалла мар,
- хуçасăр Кампурсенчен пăрăнса иртмелле, енчен те вĕсем тапăнасшăн пулсан ЕДДС-а ?883537-2-64-77% пĕлтермелле.
Хамăр инф.
Март 2026 |
