Саккунсăр ĕçе хутшăннăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2026, 09:25 Просмотров: 18

ФСБ-н Чăваш Республикинчи Управленийĕ тепĕр йывăр преступлени тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернине те пĕлтерет. Вăл синтетикăллă наркотиксене пысăк виçепе сутма хăтланнипе çыхăннă. Ку ведомствăн следстви органĕ тишкернĕ уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне Чăваш ен Прокуратури çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Айăпланаканĕ - Ленинград облаçĕнче пурăнакан 26-ри çамрăк.

Следстви версийĕ тăрăх, пĕлтĕрхи ноябрьте вăл наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе «ĕçлекен» преступноç ушкăнне кĕнĕ. Анчах нумай та вăхăт иртмен - кĕçех çамрăк арçын ФСБ-н пирĕн регионти сотрудникĕсен аллине çакланнă. Унăн автомашинине «М-12» трассăн Çĕмĕрле округĕнчи участокĕнче чарнă. Транспорт хатĕрĕнче вара наркотиклă веществосен пысăк калăпăшне тупнă - 2,8 килограмм ытла.

ФСБ-н республикăри Управленийĕн официаллă представителĕ Марина Афанасьева пĕлтернĕ тăрăх, наркотиксене турттарма усă курнă автомобиль тата хайхи çамрăк преступленилле ĕçсене пурнăçлама унччен туяннă мотоцикл çине следстви вăхăтĕнче арест хунă. Уголовлă ĕçе Çĕмĕрле район судне пăхса тухма ярса панă.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп наркологĕ Ирина Булыгина:

- Синтетика наркотикĕсен организма аркатас витĕмĕ питĕ пысăк. Вĕсен сиенĕ пĕрре тутанса пăхнинченех сисĕнет. Ку ашкăнни, алхасни мар, вăл - сирĕн организма тата ăс-тăна хирĕçле хими «хĕçпăшалĕ». Экспериментсем ан тăвăр, наркотиксенчен аякра тăрăр. Иккĕленÿллĕ «кайфшăн» хăвăр пурнăçа ан пĕтерĕр.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика