Çĕнĕ центрта - волейбол турнирĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2026, 09:26 Просмотров: 18

Хурăнсур Çармăсри Раççей Геройĕ Федор Кузьмин ячĕпе хисепленекен культурăпа сывлăха çирĕплетекен центр спортсменсене йышăнма тытăннă ĕнтĕ. Кунта виçĕ эрне харăс волейбол енĕпе турнирсем пынă.

Малтанах вăйăсенче ял çамрăкĕсем тупăшнă. Ку турнира яла отпуска ятарлă çар операцийĕн участникĕсем Дмитрий Тихонов, Николай Тихонов тата Андрей Иванов килнипе çыхăнтарнă.

Юлташла вăйăсене тăватă команда хутшăннă. Вăл шутра - хĕрсен ушкăнĕ те. Дмитрий Тихонов та - ăста вылявçă. Вăл та турнира хаваспах хутшăннă.

Тепĕр эрнере иртнĕ турнира вара пилĕк команда килнĕ: Йĕпреçрен, Канаш тăрăхĕнчен - иккĕ, хамăр округран тата Çĕрпел шкулĕн команди.

Спорт тусĕсене Михаил Григорьевичпа Федор Григорьевич Кузьминсем, округ депутачĕ, «Янгорчино» хуçалăх председателĕ Геннадий Романов, округ администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов саламланă.

Хĕрÿ вăйăсенче çивĕччи тÿрех палăрнă. Кубока тата ылтăн медальсене Йĕпреç округĕн команди çĕнсе илнĕ. Вăл çав тери хитре вăйă кăтартнă.

Иккĕмĕш вырăнта - Вăрнар округĕн, виççĕмĕшĕнче çĕрпелсен командисем.

Турнир «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕпе иртнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика