Çамрăксем маттур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2026, 09:26 Просмотров: 17

Вăрнар йĕлтĕрçисем тата тепĕр турнирта палăрнă. Регионсем хушшинчи «Путь к рекордам» ăмăрту икĕ куна пынă. Ÿсĕме кура унта спортсменсем 2, 10 тата 15 километрсенче тупăшнă.

Юрий Александрович Тикинев патĕнче ăсталăха туптакан Вăрнар çамрăкĕсем хальхинче те лайăх результатсемпе палăрнă. Вăрнарти 1-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Александр Тикинев 10 километрлă дистанцире классика мелĕпе те, ирĕклĕ стильпе те кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ.

Ку шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Дарья Корнилова та унран юласшăн мар. Вăл ирĕклĕ стильпе ăмăртса бронза медале тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика