Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Вăрнар хĕрĕсем те пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.
Анчахрах, ак, вĕсем Канаш округĕнче иртнĕ турнирта палăрнă.
Кавир çине хамăр республикăри спортсменсемпе пĕрле Тутарстан, Удмурти, Марий Эл Республикисенчи, Ульяновск тата Пермь облаçĕсенчи спортсменкăсем те тухнă.
Вăрнарти «Рассвет» спорт шкулĕнче Виталий Трофимов тата Юрий Львов тренерсем патĕнче ăсталăха туптакан хĕрсем тăватă медаль çĕнсе илнĕ. Варвара Волкова – 2-мĕш, Валерия Ефремова, Сафия Салахутдинова, Анна Федорова 3-мĕш вырăна йышăннă.
Саламлатпăр!
Март 2026 |
