Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче тĕлĕнмелле курав ĕçлет. Кунта Пăваялĕнчи Надежда Курсован ĕçĕсем вырăн тупнă
Ку ĕçсем тÿрех ăшă та ырă туйăмсемпе çавăраççĕ. Мĕн тĕрлĕ çыхнă çемçе теттесем çук пулĕ унта/ Пакша, мулкач, кушак... Çавăн пекех хальхи саманари мультфильмсенчи сăнарсем: Единорог, Микимаус тата ытти те. Пуканисем тата/ Пĕри тепринчен хитререх.
Алĕçĕпе кăсăкланакансем çакăн чухлĕ теттене - куравра пĕтĕмпе 24 - ăсталама мĕн чухлĕ вăхăт, вăй, куç çивĕчлĕхĕ тата чăтăмлăх кирлине аван пĕлеççĕ. Ĕç илĕртÿллĕ пултăр тесен кашни куçне тĕрĕс çыхмалла-çке!
Надежда Юрьевна унччен те ÿнер тĕнчипе туслă пулнă - тĕрĕсем тĕрленĕ, çыхнă. Анчах та теттесем ăсталасси патне ăна чĕрери хуйхи илсе çитернĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Март 2026 |
