Тĕп тĕллев - ейÿпе пушарсем инкек ан кÿччĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2026, 09:29 Просмотров: 15

Кăçал, хĕл уйрăмах юрлă килнĕ пирки, çуркуннехи ейÿ хăратма пултарать. Тата тавралăх юртан тасалсан, типĕ çанталăк тăма тытăнсан тепĕр çивĕч ыйту та тухать - çутçанталăк пушарĕсенчен сыхланасси.

Çак хăрушлăхсен сиенне асăрхаттарас тĕллевпе ĕнтĕ пĕтĕм çĕршывĕпех мартăн 11-12-мĕшĕсенче командăпа штаб вĕренĕвĕсем иртнĕ. Вĕсене икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Тĕп задачисем - ейÿ шывĕсене сиенсĕр кăларса ярасси тата çутçанталăк инкекĕсем тухас-тăк, пулăшу мерисене вăхăтра йышăнасси, чрезвычайлă лару-тăрура влаç тытăмĕн тата дежурнăй службăсемпе штабсен пĕрлехи ĕçĕн пахалăхне ÿстересси, мĕнпур çăлав вăйĕсен хатĕрлĕхне тишкересси.

Пĕтĕм республикăри пекех Вăрнар округĕнче те командăпа штаб вĕренĕвĕн мероприятийĕсен тулли комплексне пурнăçланă: пулма пултаракан хăрушă лару-тăрусене хаклассинчен пуçласа инкек пулăмĕсене сиресси таранах. Тренировкăн пĕрремĕш кунĕ оперативлă штабăн ларăвĕпе уçăлнă. Ун вăхăтĕнче вĕренĕвĕн тĕп задачисене, яваплă службăсен хатĕрлĕхне сÿтсе явнă. Поселокăн тĕп площадĕнче РСЧС-н Вăрнарти территори звеновĕн пулăшупа çăлав вăйĕсен тĕрĕслевне те ирттернĕ.

Командăпа штаб вĕренĕвĕн иккĕмĕш тапхăрĕ вара чăн хăрушлăх тухсан пурнăçламалли ĕçсене пĕрлештернĕ. Сăмахран, çутçанталăк пушарĕсене сÿнтерессипе, çынсем пурăнакан вырăнсене, экономика объекчĕсене тата социаллă инфраструктурăна вут-çулăмран хÿтĕлессипе. Вĕренÿ вăхăтĕнче мĕнпур службăсене кирлĕ хăнăхусен шайне тĕрĕсленĕ, пĕрлехи ĕçе мĕнле пурнăçлама пултарнине хакланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика