Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисем, мĕнпур халăх мăнаçĕ... Шел, çапăçу хирĕнче паян чи хăюллисем, маттуррисем пуçĕсене хураççĕ. Пурнăçĕсене шеллемесĕр, чĕрисем тапма пăрахичченех кĕрешеççĕ вĕсем тăван çĕр хăрушсăрлăхĕшĕн тата мирлĕ пуласлăхшăн. Вĕсен ячĕсем ĕмĕрлĕх çĕршывăн мухтавлă историне çырăннă...
Пăртасри Евгений Юрьевич Киселев, Кушлавăшри Дмитрий Станиславович Павлов, Куйбышев облаçĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Алексеевич Быков - çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе паттăрсен ятне тивĕçнисем. Çакна вĕсем ятарлă çар операцийĕнчи хĕрÿ хирĕçтăрусенче çирĕплетнĕ. Ахальтен мар пирĕн ентешсене çапăçу хирĕнчи хастарлăхшăн пысăк наградăсемпе палăртма йышăннă. Шел, вилнĕ хыççăн.
Вĕсен астăвăмне халалласа, паттăрсене тивĕçлипе чысласа округăн ЗАГС пайĕнче ятарлă церемони иртнĕ. Ак, Алексей Быковăн кăкăрĕ çине Хăюлăх орденне, Евгений Киселевпа Дмитрий Павловăн «Хăюлăхшăн» медале çакмаллаччĕ. Анчах шăпа çапла пулса тухнă: юн тăкса тивĕçнĕ орден-медалĕсене вĕсем алла тытайман. Наградăсене Йĕпреç тата Вăрнар çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Балыков тата Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов салтаксен çывăх çыннисене ĕмĕрлĕх çемйисенче упрама панă.
- Сирĕн ывăлсем-мăшăрсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме панă тупана çирĕп тытса пынă. Эпир кашнинпе мăнаçланма, хăюлăхĕпе тÿркăмăллăхне асра тытма тивĕçлĕ, - палăртнă вĕсем çар çыннисен çемйисене хавхалантарса.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Март 2026 |
