Шупашкарта отчетлă «Есть результат!» форумра «Единая Россия» парти командин тата Чăваш ен Правительствин пилĕк çулхи пĕрлехи ĕç-хĕлне анлăн пĕтĕмлетнĕ. Çакăнпа пĕрлех çĕнĕ Халăх программине сĕнÿсем пухассине те старт панă. Тематикăллă площадкăсенче янăранă пуçарусем регионăн çитес çулсенчи аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне хывăнĕç.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та «Единая Россия» тата влаç органĕсем кашни округра пурăнакансен сĕнĕвĕ-хушăвĕсене итлекен, вĕсене конкретлă проектсемпе пулăшу мерисене çавăракан, чи хÿтлĕхсĕр ушкăнсене тĕрев парассине ÿстерекен партнерсем пулнине каланă. Пилĕк çулхи ĕç-хĕлтен яр уççăн курăнать: çынсен сĕнĕвĕсем чăн-чăн ырă улшăнусем пулса тăнă. Çак тапхăрта виçĕ пин километр енне çул-йĕре, 25 кĕпере юсанă, 200 ытла обществăлла хутлăха хăтлăх кĕртнĕ. Промышленноç секторĕ 27 млрд тенкĕ ытла пулăшăва тивĕçнĕ, çакă производство калăпăшне 2,5 хут ÿстерме май панă. Масштаблă улшăнусем мĕнпур отрасльте курăнаççĕ: çĕршер медицина учрежденине çĕнетнĕ, 110 ытла спорт объектне хăпартнă тата реконструкциленĕ, 4,5 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă тата ытти чылай ĕçе пурнăçланă. Çакă республика командипе партин пĕрлехи ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне çирĕплетет.
Каламалла, форум вăхăтĕнче çĕнĕ Халăх программине сĕннĕ пуçарусене виçĕ площадкăра - «Парти вăл - çынсем: пĕрремĕшле уйрăмсем», «СВО участникĕсем тата вĕсен çемйисем», «Çамрăксем тата ачасем» - сÿтсе явнă. Форума округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова ертсе пынипе вăрнарсен делегацийĕ те хастар хутшăннă.
Март 2026 |
