Хăçан улшăннă-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:24 Просмотров: 13

Мартăн 4-мĕшĕнче «Тепловодоканал» квитанцине почта ещĕкĕнчен илтĕм те тÿрех Перекет банкне кайрăм. Офиса кĕнĕ çĕрте унта ĕçлекенсем 5-6-ăн лараççĕ. Мĕнле мелпе тÿлетĕр тесе ыйтрĕç. Манăн картта çук, укçан, тесе ăнлантартăм.

«Эпир укçан илместпĕр, е картта уçмалла, е почтăна кайса тÿлемелле», - пулчĕ хурав. Пенси пысăк мар, комиссисĕр тÿлес килет. Ман пек пенсионерсем нумаййăн. Ку таранччен эпĕ йĕркеллĕ тÿлесе пурăнтăм. Пĕлес килет: хăçантанпа улшăннă-ши комиссисĕр тÿлемелли саккун/ Пурин те картта çук вĕт, мушенниксен аллине çакланасран хăратать, йăнăшма пултаратпăр.

Телевиденишĕн «Телеком плюс» компани квитанцийĕпе «Россельхозбанка» кайса хыврăм тÿлеве: укçан, комиссисĕр, тÿрех çулталăкшăн. Газшăн - Перекет банкне каймалла.

Мана пенси укçан параççĕ, унăн виçи питĕ пĕчĕк - маншăн кашни тенкĕ шел.

Нина ФИРСОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика