Çуркунне çитрĕ - пăр çине ан тух!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:25 Просмотров: 14

Çурхи ăшă кунсем

çитнĕ май шыв-шур çинче пăр ирĕлет. Ун çирĕплĕхĕ кунран-кун чакса пырать. Каçхи шăнпа тытăнсан, пысăк мар йывăрăша чăтма пултарĕ-ха. Анчах кăнтăрла, хăвăрт хĕрнипе тата ирĕлекен шыв сăрхăнса тăнипе, пăр çирĕплĕхĕ самаях хавшать.

Çуркунне пĕвесемпе юханшывсенчи, кÿлĕсенчи вăйланакан юхăм пăра уйрăмах аялтан хытă аркатать. Пăхсан унăн хулăнăшĕ улшăнман пек туйăнать, чăннипе вара кăпăшка та шанчăксăр.

Çакна пĕлмелле: çулталăкăн кашни вăхăтĕнче пăр пĕрешкел мар. Кĕркуннехи тата хĕллехи пăр йывăрăшпа шатăртатма тытăнать, хăрушлăх çинчен маларах систерет пулсан, çуркуннехи вара тÿрех анса каять. Çавăнпа та шыв-шур çывăхĕнче çав тери асăрхануллă пулмалла.

Çăлавçăсем асăрхаттарнă тăрăх, ейÿпе пăр тапраннă вăхăтра çапла тума юрамасть:

çурхи шыв-шур çине ?вăл шутра - транспортпа та% тухма*

пĕве урлă пăр тăрăх каçма*

пăр капланнă вырăнсем патне пыма*

шыв сарăлнипе йăтăнма пултаракан чăнкă çырансенче тăма*

кĕперсемпе плотинасем çинче пуçтарăнма*

шыв-шур тарăнăшне виçме*

пăр катрамĕсем çинче утса çÿреме е ярăнма.

Çуркуннехи пăр ачасемшĕн уйрăмах пысăк хăрушлăх! Вĕсем сыхлăх правилисене пĕлменни, вăрах вăхăтлăха ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлни, пĕтĕмпех пĕлес килни, шел те, синкерлĕ вĕçленме пултарать. Сăмахран, вĕсем чăнкă çыран хĕрринче ашкăнаççĕ е пăр катрамĕсем çинче ярăнма хăтланаççĕ - хăрама та пĕлмеççĕ. Çавăнпа та çак тапхăрта ачасем, вĕсен вăйă вырăнĕсем пĕрмаях тĕрĕслевре пулмалла.

Ачасене пĕве-кÿлĕ çывăхĕнче асăрхавсăр çÿреме ирĕк памалла мар.

Вĕсене пăр тапраннă тапхăр мĕнле хăрушлăх кăларнине ăнлантармалла.

Кĕçĕннисене çурхи ейÿ вăхăтĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле.

Вĕсене кирек хăçан та шыв хĕрринче ашкăнма чармалла.

Шыв - хăватлă вăй. Çуркунне вара вăл кÿме пултаракан сиен пушшех ÿсет. Хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх ан кăларăр! Çурхи ейÿ тата пăр кайнă тапхăрта асăрхануллă пулăр!

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика