Симĕсси е сарри усăллăрах?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:26 Просмотров: 13

Тропика çĕршывĕсенче банан тĕп ÿсентăрансенчен пĕри шутланать. Тĕслĕхрен, Эквадорта кашни çын çулталăкне 70 кг ытла банан çиет, Раççейре 10 хут сахалрах. Эпир банана улма-çырла тесе шутлатпăр, ботаниксем ăна çырласен шутне кĕртеççĕ. Бананăн тăван çĕршывĕ те Африка мар, Малай архипелагĕн çурутравĕсем.

Лавккари сентресем çинче симĕс ?пиçсе çитмен% тата сарă банан курма пулать. Сывлăхшăн хăшĕ усăллăрах-ши/ Ытларахăшĕ пиçсе çитменнисене çеç çиме сĕнет. Чăнах та, симĕс бананăн усăллă пахалăхĕсем чылай. Ун тытăмĕнче резистентлă крахмал пур. Вăл вăрах вăхăт ирĕлнĕ пирки юнри сахăр шайĕ хăвăрт ÿссе каймасть. Çавăнпа та сахăр диабечĕпе аптракансене симĕс банан çиме сĕнеççĕ. Пиçсе çитмен банан вар-хырăм тата пÿре ĕçне лайăх витĕм кÿрет, юн пусăмне йĕркелеме тата холестерин шайне пĕчĕклетме пулăшать. Анчах хăшпĕрисем симĕс банан çинĕ хыççăн хырăм ыратнине, кансĕрленнине тата унăн тути килĕшменнине палăртаççĕ.

Сарă банансем антиоксидантсемпе пуян, çавăнпа та организма стреспа кĕрешме пулăшаççĕ, ватăлассинчен сыхлаççĕ. Хăвăрт энерги паракан çăлкуç шутланаççĕ, йывăр ĕçлесе ывăннă хыççăн вăй-хала, кăмăла çĕклеççĕ. Организмра хăвăрт ирĕлеççĕ. Пиçсе хуралма пуçланă банансенчи крахмал сахăра куçать, çавăнпа та ăна тутансан юнри сахăр шайĕ тăрук ÿссе каять. Диабетпа тата ытлашши виçепе аптракансен асăрхануллă пулмалла.

Специалистсем сарă банансемпе пиçсе çитменнисене черетлесе çиме сĕнеççĕ. Кун пек организмшăн чылай усăллăрах пулĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика