Тараса çине хурсан хăмли йывăр таять,
Шухăшласа пăхсан тăван хаклă тăрать…
(чăваш халăх юрринчен)
Çакăн пек каларăш
çÿрет халăхра мĕн ĕлĕкрен. Вырăссем ăна: «Друзья познаются в беде», - теççĕ. Питĕ тĕрĕс сăмах. Унашкал тĕслĕхпе кăçал манăн та тĕл пулма тÿр килчĕ.
Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕ яланхиллех лăпкăн пуçланчĕ. Мана АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕ ирттерекен республика шайĕнчи канашлăва йыхравланăччĕ. Унта Вăрнар округĕнчен те Ульянов ячĕллĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ, халĕ вырăнти АПК ветеранĕсен пуçлăхĕ Иван Федоров хутшăннăччĕ.
Кăнтăрла тĕлĕнче сасартăк вăй пĕтсе килчĕ. Çакна асăрханă юлташсем васкавлă пулăшу машинине чĕнсе илчĕç, çапла пульница кравачĕ çине лекрĕм. Тухтăрсем çине тăни харама каймарĕ, тăватă кунтан ура çине тăтăм.
Инкекрен çăлăнса тухнинче тухтăрсен эмелĕсемсĕр пуçне çывăх юлташсемпе тус-тăвансен тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕ те пысăк вырăн йышăнчĕ, сиплев хăватне ÿстерчĕ. Вĕсен чуна лăплантаракан ăшă сăмахĕсем, пурпĕрех ура çине тăрасса ĕнентерни сывалас шанчăка сÿнме памарĕç. АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисем те мăшăрăм урлă манăн сывлăхпа интересленсех тăни, вĕсем мана кĕтни, çывăх вăхăтрах хăйсен ретне таврăнасса шанни чуна савăнтарчĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ
Пăртас
Март 2026 |
