Хунавсене хÿтĕлесе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:27 Просмотров: 15

Çуркунне хăйĕн прависене кĕчĕ-тĕк, кĕç вăрман лартас-чĕртес вăхăт та пуçланĕ. Республикăра çак тапхăра хатĕрленесси хĕрÿ пырать.

Вăрнар вăрман хуçалăхĕнче те çуркуннехи ĕçсене кая хăвармасăр, пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Специалистсем, акă, питомникре пĕрремĕш тата иккĕмĕш çул ÿстерекен хыр хунавĕсен управлăхне лайăхлатассипе тимленĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх, ку ĕçе вăхăтра туни питĕ пĕлтерĕшлĕ. 0,3 гектар çинче акса хăварнă хунавсем аталанса сывă ÿснинчен кăçал пĕтĕмĕшле 21 гектар çинче йывăç-тĕме çĕнĕрен лартасси тÿреммĕн килет.

Мĕнле иртет-ха çак ĕç/ Хунавсем пăчăхланнă пирки е чир-чĕртен пĕтесрен сыхланса, вăрманçăсем ятарласа сывлăш кĕрекен вырăнсем тăваççĕ. Вĕсем кислорода тымарсем патне çитме тата хунавсене юр айĕнче «сывлама» май параççĕ, инфекцисем ерессине те чакарма пулăшаççĕ.

Хÿтĕлевĕн тепĕр мери вара - йывăç кĕлĕпе апатлантарни. Ку экологи мелĕн те усăллă енĕсем нумай: тĕттĕм сий юр ирĕлессине хăвăртлатса ÿсентăрана маларах ирĕке кăларать, çавăн пекех кĕлĕн минерал тытăмĕ лайăх удобрени те.

- Лартмалли хунавсене кашни тапхăртах тимлĕ сăнаса тăни вĕсен пахалăхне тивĕçтерет. Капла эпир пулас вăрмансене питомник шайĕнчех упрама тытăнатпăр, - палăртать Чăваш ен çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.

Каламалла, çÿлерех асăннă ĕçсем пĕтĕмпех «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн «Вăрмансене упрасси» федераллă проекчĕ йĕркипе пурнăçланаççĕ. Лартмалли материалăн сывлăхĕ, лайăх аталанаслăхĕ вăрмансене çĕнетмелли план кăтартăвĕсене туллин çитерме май парать. Пĕтĕмпе Вăрнар вăрман хуçалăхĕнче каснă-тасатнă вырăнсене 21 гектар çинче çĕнетме палăртнă, вăрман культурисене хушмалли лаптăк 30 гектарпа танлашмалла. Çак тĕллевпе 211,2 пин енне хунавпа усă курĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика