Унчченхи çулсенчи йăлана тăсса, кăçал та çĕршывра «Астăвăм сачĕ» масштаблă акци иртĕ. Вăл мартăн 18-мĕшĕнче Крымра тата Севастополь хулинче старт илнĕ.
Кăçалхи ыркăмăллăх мероприятийĕн пĕр уйрăмлăх пур. Йывăç-тĕмсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа кăна мар, ятарлă çар операцийĕн участникĕсен ячĕпе те лартса хăварĕç. Пирĕн республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче те, çав шутра Вăрнар округĕнче те, ырă ĕçе йышлăн хутшăнĕç.
Каламалла, акци пирĕн çĕршыв тулашне те сарăлнă. Вăл 80 ытла çĕршывра пурăнакан, мăн асаттесемпе мăн асаннесен паттăрлăхне асра тытакан, паянхи хÿтĕлевçĕсене хисеплекен çынсемшĕн хаклă.
Аса илтеретпĕр, «Астăвăм сачĕ» 2020 çултанпа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă кашни салтака астуса 27 млн йывăç лартса хăварасси.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Март 2026 |
