Химире кам çивĕчрех?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:30 Просмотров: 12

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ вĕренекенсене саккăрмĕш хут «Надежда Августа» хими олимпиадине пуçтарчĕ. Кăçал ăс-тăн площадки хамăр округри кăна мар, Йĕпреç тата Элĕк тăрăхĕсенчи çамрăк химиксене те пуçтарчĕ.

Завод çамрăксем хушшинче хими предмечĕпе кăсăкланассине ÿстерес тĕллевлĕ. Малашлăхра вĕсем «Август» компани йышне килме пултарччăр. Шăпах çак шухăша тĕпе хывнине палăртрĕ умсăмахра социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров.

Пухăннисене, 100-е яхăн ачана, çавăн пекех округ пуçлăхĕн заместителĕ-вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ирина Казенова, олимпиадăна йĕркелесе яраканĕ, заводăн общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалисчĕ Людмила Иванова, наукăпа производство центрĕн пуçлăхĕ Ольга Капитонова саламларĕç.

Заданисене хальхинче те 181-мĕш цех технологĕ Юрий Федоров хатĕрленĕ. «Вĕсем пачах та йывăр мар. Йăлтах шкул программине пăхăнса çырнă», - терĕ вăл ачасене хавхалантарса.

Ачасем заданисене пурнăçланă вăхăтра хими учителĕсен те тунсăхлама вăхăт пулмарĕ. Вĕсемпе Евгений Захаров вĕренÿпе завод çыхăнăвĕ тавра калаçу ирттерчĕ. Педагогсене талантлă ачасем хатĕрленĕшĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика