Пуçарусем аталанма пулăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:30 Просмотров: 11

«Ниме - халăх бюджечĕ» программа уйрăмах яллă вырăнсенчи пысăк çĕнетÿсемпе улшăнусен никĕсĕ пулнине кăтартса пачĕ. Вăл халăха тата влаç органĕсене ку вырăнсене хăтлăлатас, пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе пĕр шухăшлăн ĕçлеме пĕрлештерчĕ.

Тĕрĕссипе каласан, авалтан пыракан «ниме» йăлипе пурте кар тăрса пĕрлехи ыйтусене татса параççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе вара пуçаруллă бюджет программи пĕлтĕртен татах та анлăланчĕ: проектсен направленийĕсем йышланчĕç, финансировани ÿсрĕ, унта хуласенчи проектсем те ытларах хутшăнма тытăнчĕç.

Программăн тĕп уйрăмлăхĕ - пĕр-пĕр ялта, урамра, е хуласенче пĕр картишре пурăнакансем харпăр хăй территорине аталантарма хăйсем тÿпе хывни. Вĕсем çĕнетÿ проекчĕсене хăйсем сĕнеççĕ, хăшĕ чи пĕлтерĕшлине канашласа йышăнаççĕ, территори пайĕн администрацийĕпе пĕрле проекта конкурса тăратма хатĕрлеççĕ.

Вăрнар округĕнче те халăхпа влаç тытăмĕ пĕрле тăрăшнипе пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ чылай ĕçе пурнăçлама май килчĕ. Юлашки çулсенче тĕрлĕ ялта обществăлла вырăнсем хăтлăланчĕç, çулсем хытă сийпе витĕнчĕç, спортпа вăйă площадкисем уçăлчĕç, Астăвăм палăкĕсемпе стелăсем çĕкленчĕç, масарсен таврашĕсене йĕркене кĕртрĕç... Пĕтĕмпех - пĕрлехи вăйпа.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика