«Çур ĕмĕре яхăн ĕçленĕ предприятин паянхи çĕнĕлĕхĕсем чуна савăнтарчĕç»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:31 Просмотров: 10

Çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ калаçăва Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ветеранĕ Людмила Сергеевна Пивень, эпĕ ăна 80 çул тултарнă ятпа саламланă май

Çапла, кăçалхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче унăн пурнăçĕнче паллă юбилей кунĕ иртрĕ. Ку кăна та мар, вăл Полтавăри аш-какай промышленность техникумĕнчен вĕренсе тухса направленипе Вăрнар комбинатĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 60 çул çитрĕ.

20 çулти хĕрача Вăрнара 1966 çулхи нарăс уйăхĕнче килнĕ. «Шупашкара çитрĕм те «Чувашмясопром» пĕрлешÿ пуçлăхĕ Н.Ф.Соловкин мана Вăрнар поселокне е Çĕмĕрле хулине кайма сĕнчĕ. Çĕмĕрлере директор арçын, Вăрнарта хĕрарăм, терĕ. Эпĕ Вăрнара килме кăмăл турăм, ун çинчен халиччен нихçан илтмен пулсан та. Питĕ нушаллă çитрĕм Вăрнара: мана леçмелли транспорт çĕмĕрĕлсе кайнă пирки çула май каякан машинăпа малтан Калинино салине, хыççăн - Вăрнара çÿрекен хăлтăр-халтăр автобуспа. Водителĕ кăмăллăскер пулчĕ, эпĕ ăçта килнине пĕлсен аш-какай комбиначĕ умнех хăварчĕ.

9 çул каялла кăна аш-какай комбиначĕ ятне илнĕ предприятин ?унччен вăл 33 çул бойня ятпа ĕçленĕ% директорĕ В.Н.Павлова анне пек ăшшăн кĕтсе илнĕрен, вырнаçма пулăшнăран тата çĕнĕ коллектив та кăмăллăн йышăннăран Вăрнарпа унăн çыннисене килĕштерсе пăрахрăм. Каярахпа манпа пĕр вăхăтра тимленĕ нумай специалист, çав шутра Валентина Николаевна хăй те, Шупашкара е урăх хуласене куçрĕç, эпĕ Вăрнартах юлтăм. Сĕнÿсем пĕрре кăна мар пулнă пулсан та. Унтанпа кăçалхи нарăс уйăхĕнче 60 çул çитрĕ ĕнтĕ. Темшĕн-çке, «Чувашмясопром» ертÿçисем тĕп хулари комбината кадрсемпе çирĕплетме Вăрнартан куçарма юрататчĕç. «Кузница кадров» тетчĕç трибуна çинчен Вăрнар комбиначĕ пирки час-часах», - аса илет Людмила Сергеевна.

Çав çулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче ăна сивĕтмĕш цехĕн мастерне лартаççĕ, темиçе уйăхранах, пултарулăхне асăрханă май, - кăлпасси цехĕн аслă мастерне. Çичĕ çул вăй хурать вăл çак яваплă ĕçре.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ,

республикăри аш-какай промышленноçĕн тата паянхи АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика