Чăваш Республики патшалăх субсидийĕсене цифра тенкипе тивĕçтерме пуçлакан Раççейри пĕрремĕш регион пулать. Ку ыйтăва Финанс министерствин ĕçлĕ ларăвĕнче сÿтсе явнă. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, цифра тенкипе пĕрремĕшсен йышĕнче сĕт туса илекенсене субсиди уйăрма палăртаççĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн, республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенке цифра мелĕпе тивĕçтерес схемăна туллин ĕçе кĕртесси 2027 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçланмалла. Унччен çак процессене альтернативлă мелпе тĕрĕслесе хакламалла.
Пĕрремĕш тапхăрта цифра тенкипе субиди илме килĕшекен активлă аграрисене тупма палăртаççĕ. Маларах субсидине цифра çине куçарни республика бюджетне 400 пин тенкĕ таран перекетлеме май панине пĕлтернĕччĕ. Раççей шайĕнче илсен ку кăтарту 80 млн тенкĕ енне пулмалла. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене шкул тата спорт тумтирĕ туянма, çие пур хĕрарăмсене тата кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсене пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтерме уйăракан укçа-тенке те çак мелпех çитерме шутлаççĕ.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Республики цифра тенкине официаллă майпа ĕçе кĕртмелли пилотлă регион шутĕнче. Тест режимĕ бюджетри укçа-тенке уйăрнине йĕрлеме тата ăна тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслесе тăма май парать. Цифра тенкине массăллă тапхăрпа, темиçе çул хушшинче хута яма планлаççĕ. Ун пирки калакан саккун 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
Хамăр инф.
Март 2026 |
