Ĕçĕ те курăмлă, ыйтусем те çук мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:32 Просмотров: 10

Вăрнар округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ăна Хапăсри культура çуртĕнче йĕркелерĕç. Тĕлпулăва Чăваш енри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров, сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Сергеева, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Марушин, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова çитрĕç. Тĕп темăсем тавра анлă калаçусем иртрĕç.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Упнер территори пайĕнче пурăнакансем кăна мар, округри вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе шкул директорĕсен заместителĕсем те хутшăнчĕç.

Информкунра 2021–2026 çулсенчи Халăх программине ĕçе кĕртессипе епле тăрăшнине сÿтсе яврĕç. «Единая Россия» партин «Хăрушсăр çулсем» проекчĕ ăнăçлăн пурнăçланса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.

Максим Петров хĕллехи условисенче çулсене юртан тасатас ĕçе Вăрнар округĕнче тивĕçлĕ пурнăçланине палăртрĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика