Харпăр хăй ĕçне аталантарма пулăшĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:33 Просмотров: 12

Чăваш енре пĕрремĕш хут «СВОй бизнес» федераллă вĕрентÿ программи ĕçлеме тытăнать. Вăл апрелĕн 20-24-мĕ-шĕсенче иртĕ.

Унта харпăр хăй ĕçне уçма е аталантарма тĕллев пур ятарлă çар операцийĕн участникĕсем тата вĕсен çемье членĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Ку проект - регион правительствин çĕршыв хÿтĕлевçисене мирлĕ пурнăçа таврăнма пулăшассипе ирттерекен ĕçĕн тăсăмĕ. Каламалла, пирĕн республика ку енĕпе чи хастар ĕçлекенсен йышĕнче. 2025 çулта, акă, «СВОи в бизнесе» регион программин икĕ выпускĕ пулнă. Хăйсен пĕрремĕш утăмĕсене 45 çын тунă.

Программа «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ майĕпе пурнăçланать. Ăна йĕркелесе пурнăçлассине «Единая Россия» парти те активлă тÿпе хывать. Пилĕк кун пыракан вĕренÿ вăхăтĕнче участниксем предпринимательлĕх никĕсне алла илĕç, патшалăх пулăшăвĕн мерисемпе те паллашĕç. Вĕренĕвĕн пĕтĕмлетĕвĕ вара харпăр хăй бизнес-планне хатĕрлесе хÿтĕлесси пулĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика