Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классен учителĕсен педагогика ăсталăхĕн «Хальхи вĕрентÿ чĕнĕвĕсем» республикăри фестиваль-конкурсĕн виççĕмĕш тапхăрĕ пулчĕ. Вăл «Ÿсĕм формули: çамрăклăхÇ опыт» девизпа иртрĕ.
Мероприятие Çĕмĕрле, Улатăр, Етĕрне, Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав округĕсен тата Улатăр хулин педагогĕсем хутшăнчĕç.
Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - тухăçлă педагогика практикисене сарасси. Эксперт комиссийĕн йышне пуçламăш пĕлÿ енĕпе тимлекен регионти тата шкулсенчи методика пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем кĕнĕ. Хăнасем хушшинче опытлă педагогсем те, çамрăк специалистсем те, вĕрентÿ организацийĕсен ертÿçисем те пулчĕç. Фестиваль-конкурса Чăваш ен вĕрентÿ институтĕнче тăрăшакан педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Светлана Игнатьева та хутшăнчĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Хамăр инф.
Июнь 2026 |
