Вăрнарти краеведени музейĕн ăсталăх мастерскойне эпир, кĕмĕл волонтерсем, кашни кĕçнерникун 10 çул пуçтарăнатпăр. Кунта Елена Ивановна Шарипова ертсе пынипе вăхăта усăллă ирттеретпĕр, тĕрлĕрен илемлĕ япаласем, пуканесем ăсталама, алĕç вăрттăнлăхĕсене вĕренетпĕр. Кашни занятине Елена Ивановна тĕплĕн хатĕрленсе килет, малтан хăй пĕтĕм процеса ăса хывать. Кайран вара чăтăмлăх çитерсе пире тĕплĕн ăнлантарать.
Пĕр япаланах иккĕ-виççĕ ыйтсан та кăмăлсăрланмасть, пикенсех пулăшма тăрăшать. Елена Ивановна пултаруллă педагог çеç мар, психолог та тесе калас килет. Вăл кашнинпех ырă кăмăллă, хăй патне çавăрма пултарать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Зоя КУЗНЕЦОВА
Июнь 2026 |
