Çутçанталăк пек пуласчĕ
Çутçанталăк пек пуласчĕ,
Кăмăла улăштарма.
Сар хĕвел пек
йăл куласчĕ,
Пит çине писев хума.
Шурă юр пек ирĕлесчĕ,
Шĕлкĕм шыв юххи
пулма.
Сÿрĕк кăмăла сиресчĕ,
Çут малашлăха шанма.
Çĕр анне пек вăранасчĕ,
Таврана илем кĕртме.
Пурнăç илемне туясчĕ,
Çĕн хунав пек ешерме.
Уçă сывлăшпа сывласчĕ,
Кăкăра карăнтарса.
Сывлăм çийĕн те утасчĕ,
Сукмака шăрçалатса.
Хĕр пĕрчи пек савăнасчĕ,
Хурăна ыталаса.
Аннене те çупăрласчĕ,
Куç умне сăнар туса.
Лиана ГРИГОРЬЕВА
Июнь 2026 |
