Конкурс ирттерĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2026, 13:17 Просмотров: 89

Хаçатăн апрелĕн 2-мĕшĕнчи номерĕнче Шĕнер Ишек территори пайĕнче пурăнакансен çырăвĕ пичетленнĕччĕ. Ку тăрăхри ял çыннисем хăйсем патне автобус çÿреме пăрахни пирки пăшăрханса пĕлтернĕччĕ. Çырăва Вăрнар округĕн администрацине çитернĕ хыççăн унтан çакăн пек хурав пулчĕ:

«Вăрнар муниципаллă округĕнче пĕр е темиçе муниципаллă маршрутпа пассажирсене куллен турттарассине йĕркелес тата пурнăçлас тĕллевпе, 133-мĕш номерлĕ «Вăрнар-Шĕнер Ишек» маршрутпа перевозчик çуккине кура, кăçалхи март уйăхĕнче администрацин территорисене хăтлăх кÿрес тата аталантарас енĕпе тимлекен Управленийĕ маршрут карттине тата Вăрнар округĕн чиккисенче «Вăрнар-Шĕнер Ишек», «Вăрнар-Мăн Явăш», «Вăрнар-Кив Шуртан» муниципаллă маршрутсемпе пассажирсене турттарни çинчен свидетельство илме уçă конкурс ирттерме палăртнă.

Управлени Вăрнар округĕн чиккисенче муниципалитетсем хушшинчи маршрутсемпе пассажирсене турттаракан перевозчиксем патне çÿлерех асăннă маршрутсемпе ?çав шутра - «Вăрнар- Шĕнер Ишек» маршрутпа та% çÿреме конкурса хутшăнма чĕнсе çырусем ярать».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика