Апрелĕн юлашки кунĕнче хăйсен уявне хăюллă та харсăр професси çыннисем, кунсерен тенĕ пек хăрушлăхпа тĕл пулакансем паллă тăваççĕ. Апрелĕн 30-мĕ-мĕшĕнче Раççейре - Пушар хуралĕн кунĕ.
Тĕлĕнмелле те, çамрăкрах уявсемпе танлаштарсан ку праçникĕн историйĕ питĕ пуян. Вăл хăйĕн пуçламăшне 17-мĕш ĕмĕртенех, 1649 çулхи апрельте Алексей Михайлович патша Мускавра талăкĕпех пушар дозорĕсене хурал тăратма йышăннăранпа илет. Ку ушкăнсем çулăмпа кĕрешессипе кăна мар, инкеклĕ лару-тăрусене асăрхаттарассипе те тăрăшнă. Дежурствăсен йĕркине, дозорнăйсен тивĕçĕсене, çынсен çулăмпа мĕнле усă курмаллине вăл «Наказ о Градском благочинии» нормативлă актра çирĕплетнĕ. 17-мĕш ĕмĕрччен вара ятарлă служба пулман, пушарсене пурте пĕрле сÿнтернĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Июнь 2026 |
