«Нас осталось только трое из восемнадцати ребят...» - «На безымянной высоте» юрăри йĕркесене чылайăшĕ, уйрăмах аслă ăру, пĕлет ĕнтĕ. Михаил Матусовский поэтăн сăвви тăрăх çырнă юрăра чăн пулнă истори çинчен каланă.
1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче Калуга облаçĕнчи Рубежное поселок çывăхĕнчи 224,1-мĕш сăрт тăрринче 139-мĕш стрелоксен дивизийĕнчи 18 паттăр разведчик 200 ытла нимĕç салтакне хирĕç тăнă.
139-мĕш стрелоксен дивизийĕ Шупашкар хулинче 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче йĕркеленме пуçланă. Çавна пула ĕнтĕ дивизи ретĕнче тăнисенчен 75 проценчĕ чăвашсем пулнă. 1942 çулхи августăн 1-мĕшĕнче дивизи Ржев хулишĕн пынă хаяр çапăçăва кĕнĕ. Каласа хăвармалла, Ржев патĕнче пирĕн çарсем питĕ пысăк çухатусем тÿснĕ. Çапах та 1943 çулхи март уйăхĕнче Ржев хулине фашистсенчен тасатнă. 2020 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче çак вырăнти çапăçура пуç хунă совет салтакĕсене асăнса пысăк мемориал уçнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ
Июнь 2026 |
