2026 çулта республикăра пурăнакансен тĕрлĕ ÿсĕмри ушкăнĕсен сывлăхне упрамалли комплекслă программăна ĕçе кĕртĕç. Чăваш енри верентÿ организацийĕсенче пĕрремĕш хут «Шкул медицини» проекта хута яма палăртаççĕ.
Муниципалитетсем Сывлăх сыхлавĕн тата наци медицинин тишкерĕвĕн терапи центрĕн специалисчĕсемпе пĕрле сывлăхăн регионти программисене хатĕрлеççĕ. Пуçарусене вăя кĕртме ятарлă учрежденисем йĕркелĕç: Хулари тĕп больницăн никĕсĕ çинче - хастар вăрăм ĕмĕрĕн центрне, Президент перинаталь центрĕн никĕсĕ çинче - çамрăксен репродукци сывлăхĕн центрне.
Çавăн пекех кăçал республикăри предприятисенче ытлашши виçепе аптракансене пулăшас тĕллевлĕ проекта старт парĕç.
Комплекслă программа «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕпе пурнăçланать.
Июнь 2026 |
