Халăхшăн тăрăшасси - пĕрлехи тĕп тивĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2026, 13:22 Просмотров: 78

Çивĕч ыйтусене татса парас ĕçре вырăнти влаç органĕсен тивĕçĕ пысăк. Вăрнарти культура çуртĕнче Хăйтытăмлăх кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ.

Уяв округ пурнăçне хастар хутшăнакансене пĕрлештернĕ. Муниципалитетсен служащийĕсем, ĕç ветеранĕсем, депутатсем, волонтерсем, старостăсем, тăван тăрăхшăн тăрăшакансем пурте пĕр тĕллевлĕ пулса Вăрнар ен аталанăвĕшĕн вăй хураççĕ. Вĕсем пурте ыр сăмахсене тивĕçлĕ.

Хăйтытăмлăх кунне уявлама килнисене профессиллĕ праçникпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Роман Алексеевпа Николай Малов, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, республикăри конкурентлă политикăпа тарифсем енĕпе тимлекен служба ертÿçин çумĕ Алина Елисеева, ăшшăн саламланă, çынсен ырлăхĕшĕн малалла та тăрăшма, çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват суннă.

Муниципаллă служба ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ пысăк. Чи маттуррисем, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунисем тивĕçлĕ наградăсем илнĕ. Чылай çул халăх ырлăхĕшĕн тимлесе вăй хунисем те хисепре пулнă. Тăван тăрăх аталанăвĕшĕн тăрăшакан хастарсене те палăртнă, вĕсене те ятлă-сумлă хăнасем уяв сцени çинче чысланă. Шупашкарти «Асамат» эстрада ушкăнĕ творчество номерĕсем кăтартса уява килнисен кăмăлне çĕкленĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика