Заявкăсем йышăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2026, 13:23 Просмотров: 197

Чăваш Республикинче «Земство культура ĕçченĕ» программăна хутшăнма кăмăл тăвакансенчен заявкăсем йышăнма пуçланă. Конкурс июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Программăна культура енĕпе аслă е вăтам пĕлÿ илнĕ специалист хутшăнма пултарать.

Унăн яллă тăрăхри е 50 пин çын сахалрах пурăнакан поселоксемпе хуласенчи культура учрежденийĕнче 5 çултан кая мар ĕçлемелле. Асăннă программăпа яла ĕçлеме каякансене 1 млн тенкĕ парĕç. Укçа-тенкĕпе усă курмалли чарусем çук.

Чи пысăк балл пухнă 20 специалист республикăри культура çурчĕсене, искусство, музыка, ÿнер шкулĕсене ĕçе вырнаçма пултарĕ. Заявкăсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамĕ, 26-мĕш çурт, 113-мĕш пÿлĕм.

2025 çулта «Земство культура ĕçченĕ» программăпа 7 специалист яллă тăрăхсенче тимлеме пуçланă. Вĕсенчен пĕри - Вăрнар округĕнче. Евгений Кудрявцев Хапăсри культура çурчĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика