Тертлĕ ачалăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2026, 13:36 Просмотров: 160

Ача чухнехине çын ĕмĕрĕпех манмасть тесе ахаль каламан. Тахçанах иртсе кайнă кунсем пĕрин хыççăн тепри аса килеççĕ.

...1945 çулхи çуркунне. Эпир, Çĕртме урамĕнчи тĕрлĕ çулсенчи ача-пăча ?хăшĕсем виççĕре, теприсем 4-5-ре%, хамăртан аслă Витя ятлă арçын ача хыççăн урам çумĕпех юхса выртакан Çавал хĕррине çитрĕмĕр. Шыв çыранпа тан юхать.

Витя Çавал çыранĕнчен темиçе утăм каялла чакса тăрать те пире: «Нимĕçсене шыва хăваласа кĕртесси çакăн чухлĕ çеç юлнă. Вара вăрçă чарăнать», - тесе ăнлантарать.

Хăшпĕр чухне хĕвелтухăç енчен анăçалла темиçешер самолет харăссăн вĕçсе иртсе каятчĕç. Витя пире карта-хура çумне тĕршĕнме е çĕр çумне лăпчăнма вĕрентетчĕ, самолетсем çинчен персе вĕлересрен хăранă ĕнтĕ. Çитĕннисем вăрçă пирки калаçнисене хăлхана чикнĕ пулас.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Галина ИЛЬИНА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика