Вăрнар округĕпе Беларусьри Витебск облаçĕнчи Бешенковичи районĕ хушшинчи туслăх хăватлансах пырать. Çак кунсенче, ак, пирĕн тăрăхра тăванла республика делегацийĕ пулчĕ
«Ĕмĕт
Чăваш енре тулчĕ»
Бешенковичи райисполкомĕн идеологи тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Ольга Фиешко тата культура секторĕн заведующийĕ Марина Песецкая ертсе пыракан делегацие çамрăксем пĕрлешнĕ. Çавна май визит программине те ÿсĕме кура йĕркеленĕ.
«Ĕмĕт Чăваш енре тулчĕ», - хаваслăн пĕлтерчĕ Ольга Фиешко Кÿлхĕрри кÿлли хĕрринче пулнă хыççăн. Кунта киличчен кăна вăл çулçÿрев хыççăн SAP-па ишме вĕренмсе кайма шутланă иккен. Александр Кочкин тренер пулăшнипе ĕмĕтне маларах пурнăçлама май килнишĕн вăл çав тери хĕпĕртенĕ. Сулăпа ишнĕ самантра кÿлĕ анлăшĕн илемĕ çав тери тыткăнланине пĕлтерчĕ вăл.
Хăнасем Кÿлхĕррине ахаль çитмен. Шăпах та кунта канмалли кунсенче студентсен отрячĕн десанчĕ вырнаçнă. Икĕ патшалăх çамрăкĕсем спорт вăййисенче, интеллектуаллă калаçусенче вăхăта усăллă ирттернĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Июль 2026 |
