Чавса çывăх та, çыртма çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:04 Просмотров: 125

Вăтам хресчен çемйинче хĕр çуралнă. Ачалăхĕпе яшлăхĕ телейлĕ пулнă Маньăн. Хитре хĕре яшсем ăмсанса пăхнă. Ÿссе çитсен Микулай ятлă ял каччине качча тухнă. Туйне курма ял çыннисем йышлăн пухăннă.

Микулайпа Маня шăкăл-шăкăл калаçса, ватăна хисеплесе, вĕсенчен иртмесĕр, пускилпе туслăн пурăннă. Çамрăк çемьере икĕ ывăл çутта килнĕ.

Анчах килте чашăк-кашăк шакăртатмасăр пулмасть, теççĕ. Çемьере çил-тăвăл тухнă, Маньăн çурăмĕ çинче сăран пиçĕххи вылянă, час-часах вăл кăвак куçпа çÿренĕ. Ял-йыш хĕрхеннĕ çамрăк арăма, ăш сăмахсем каласа йăпатнă, упăшкана тăна кĕме ÿкĕтленĕ, анчах та кăлăхах. Упăшки Маньăна çÿп вырăнне те хуман. Маня ирĕксĕрех икĕ ывăла йăтса тăван киле таврăнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе, хăй тăрăшнипе çуралнă килĕпе хирĕç пÿрт туянчĕ. Выльăх-чĕрлĕх усрарĕ, ырми-канми ĕçлерĕ, çынран пĕртте юлмарĕ. Кил-хуçалăха шăтăр-шăтăр тытса пычĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Анюкка аппа

Вăрнар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика