Вăрнар-Пăртас автоçула юсама палăртнă-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:05 Просмотров: 114

«Хресчен сасси» хаçатăн ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче тухнă «Мăн юсав пуçланчĕ» статйинче республика урлă иртекен М-12 трассăна тунă чухне 6 округри, çав шутра Вăрнар тăрăхĕнче те, çĕмĕрнĕ çулсене те юсама тытăнни çинчен çырнă.

Вулакансем астăваççĕ пулĕ, çичĕ çул каялла Пăртас çывăхĕнчи карьертан та хăйăр турттаракан йывăр тиевлĕ машинăсем Çарăклă–Вăрнар çула сахал мар аркатрĕç. Çавăн пирки 2019-2022 çулсенче «Çĕнтерÿ çулĕнче» тата ытти хаçатсенче сахал мар пăшăрхануллă статьясем тухрĕç. Çавна май хаçатăн 2022 çулхи 25-мĕш номерĕнчи «Ыйту - тимлĕхрех» статьяра Вăрнар- Пăртас–Çарăклă автоçула, кунтан М-12 пысăк хăвăртлăхлă çула тума материал турттарнă пирки, район администрацийĕ малашлăх юсав планне кĕртме сĕнсе Чăваш ен Транспорт министерствине çырупа тухни çинчен пĕлтернĕччĕ.

Влаçра тăракансем çичĕ çул каялла çĕмĕрнĕ çула йĕркене кĕртме тинех май тупни савăнтарать, çавăнпа пĕрлех шухăша та ярать: Пăртас çулне юсама манмĕç-ши/ Уйăрнă укçана урăх çĕре ямĕç-ши/ Вăрнар вăрманĕпе Салука вăрманĕ хушшинчи тата Пăртас çывăхĕнчи кивĕ масар тĕлĕнчи çул, чăн та, çав тери арканнă. Сăлтавĕ - çÿлте асăннă М-12 автоçула тунă чухне карьертан йывăр тиенĕ машинăсем татти-сыпписĕр çÿресе хавшатни.

Геннадий ИВАНОВ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика