Тинех çÿреме пуçларĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:05 Просмотров: 118

Ку ыйтăва кашни пухура, влаç представителĕсемпе йĕркеленĕ чылай тĕлпулура хускатнă. Çавăнпа та çичĕ çул хăшкăлнă хыççăн вăл майлă татăлнишĕн чĕререн хĕпĕртетпĕр.

Сăмахĕ «Вăрнар - Кив Шуртан» рейса уçнă пирки. Май уйăхĕн 21-мĕ-шĕнчен пирĕн яла тинех автобус çÿреме тытăнчĕ. Кашни кун мар пулин те, ял çыннишĕн ку питĕ лайăх хыпар. Пирĕн пата вăл тунтикун тата кĕçнерникун килет.

Ыйтăвĕ чăннипех те çивĕччĕ. Кив Шуртанта та, Кив Сăрьелĕнче те лавкка çук, çăкăр, апат-çимĕç, ытти тавара туянма та район центрне каймалла. Таксипе çÿреме ытла та хаклă. Çитменнине, таксистсем мăшкăлламах тытăнчĕç - Вăрнара кайса килме 2 пин тенкĕ ыйтаççĕ.

Пирĕн ыйтăва татса панăшăн округ пуçлăхне Надежда Никандрована, строительство пайĕн ертÿçине Анатолий Иванова тата пулăшу кÿнĕ мĕнпур çынна чунтан тав тăватпăр. Пурне те ырлăх пултăр!

Кив Шуртан, Кив Сăрьел тата Туçи Çармăс ялĕсенче

пурăнакансем

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика