Эпир, Шĕнер Ишек территори пайĕнче пурăнакансем, пурĕ 4 ял халăхĕ, «Вăрнар - Шĕнер Ишек» рейс автобусĕ 2025 çулхи декабрьтен çÿреме пăрахни, ку ял çыннисемшĕн пысăк чăрмав пулни пирки «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине çырса пĕлтернĕччĕ. Редакци ĕçченĕсем пирĕн ыйтăва Вăрнар округĕн администрацине çитернĕ.
Паянхи кун эпир хамăра пăшăрхантаракан ыйтăва татса пама май килнишĕн савăнатпăр. Май уйăхĕн 21-мĕшĕнчен «Вăрнар - Шĕнер Ишек» рейса тепĕр хут уçрĕç. Эпир пире пулăшнă мĕнпур çынна, уйрăммăн Вăрнар округĕн администрацийĕн специалисчĕсене Мария Васильевна Мирошниченкопа Анатолий Корнилович Иванова, Александр Аркадьевич Петров предпринимателе, Евгений Владиславович Королева, Газель водительне Константин Иванович Терентьева тата «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективне чĕререн тухакан тав сăмахĕ калатпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçупа çитĕнÿ, çемьере килĕшÿ, татулăх сунатпăр. Пурне те пысăк ТАВ!
Шĕнер Ишек территори пайĕнче пурăнакансем
Июль 2026 |
