Тухтăрсемшĕн пациентсене пахалăхлă сиплесси кăна мар, çынсене харпăр хăйĕн сывлăхне упрама хăнăхтарасси тата чир-чĕре вăхăтра асăрхаттарасси те тĕпре. Çавăнпа та Вăрнар район больницин ĕçченĕсем те халăх сывлăхне лайăхлатас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Табак туртассине хирĕçле эрнере те, акă, профилактика мероприятийĕсене анлă йĕркеленĕ. Ку пĕлтерĕшлĕ ĕçе медицина профилактикин кабинечĕн специалисчĕсем пысăк тÿпе хывнă.
Çакăн пек тематикăллă эрнесене ирттерни ахальтен мар. Асăрхаттаруллă тĕлпулусепе калаçусем вăхăтĕнче медиксем сигарет тата тĕрлĕрен туртмалли хутăшсен сиенĕ пирки, вĕсем организма наркăмăшлантарса пурнăçа кĕскетнине ăнлантараççĕ. Хăйсен пациенчĕсем сиенлĕ йăласенчен хăтăлма пултарнă тĕслĕхсене те илсе кăтартаççĕ. Анчах, каламалла, организма пĕр хăнăхсан наркăмăша хирĕç тăма çăмăл мар. Çакă - хăйне май чир. Çавăнпа та туртакансем ку наркăмăшран писчĕр тесе медицина ĕçченĕсем мĕнпур пĕлÿпе опыта хываççĕ. Кашни çыннах вĕсем хăйсен сывă малашлăхĕ çинчен тимлĕн шутлама чĕнсе калаççĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Июль 2026 |
