«Плейбой»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:07 Просмотров: 118

Ĕçĕ халĕ мар, тăхăрвун-нăмĕш çулсенче, перестройка вăхăтĕнче пулса иртрĕ.

Михаил Дроздов, Чăваш енĕн Ялхуçалăх министерствинче пай пуçлăхĕнче ĕçлекенскер, çÿллĕ, тĕреклĕ, хитре çамрăк арçын, çуллахи кун пĕр районти пысăк колхоза кайрĕ. Николай Васильев, çакă колхозăн председателĕ, çăкăрпа-тăварпа кĕтсе илчĕ. Пĕрне-пĕри вĕсем лайăх пĕлеççĕ, пĕрре кăна мар тĕл пулнă, ĕçлĕ калаçу ирттернĕ. Хăна тумасăр нихăçан та кăларса яман Шупашкартан килнĕ аслă пуçлăха.

Хальхинче те çапла. Уй-хир урлă тусан кăларса çÿрерĕç, фермăсемпе складсене кĕрсе тухрĕç, ун хыççăн правлени çуртне кĕчĕç.

- Эпĕ апатланма юратнине пĕлетĕн,- куç хĕсрĕ вырăнти хуçа.- Хăна килсен тăватă сехете тăсăлать вăл.

- Аплах тăсмăпăр, тĕп хулара кĕтеççĕ...- именнĕн каларĕ министерство специалисчĕ.

Ĕçрĕç, çирĕç, нумайччен сăмах вакларĕç икĕ арçын. Вăхăчĕ, чăн та, питĕ хытă васкарĕ. Киле кайма пуçтарăннăччĕ Михаил Дроздов, кану пÿлĕмĕнчи кантăк янаххи çинче тусанпа хупланнă «Плейбой» ятлă журнала асăрхарĕ.

Мĕнле ÿкерчĕксем пичетленине питĕ лайăх пĕлет Шупашкар çынни, çавăнпа асăрхануллăн ăна аллине илчĕ, уçса пăхрĕ. Çара ÿтлĕ хĕрарăмсемпе арçынсем кĕтÿпех ÿкерĕннĕ кунта.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика