Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:08 Просмотров: 125

Ирхине

Ача чухне ирпе анне

Ачашшăн, лăпкăн вăрататчĕ.

Пуçтах автан та картишне

Пĕр вĕçĕм уççăн янрататчĕ.

Сĕтел çинче кĕтет яшка,

Унтах ав чейĕ пăсланать-çке.

Çитен шкула хашка-хашка,

Кĕçех урок та пуçланать-çке.

Ĕнер кăна пĕлÿ çулне

Такăрлатма эп пуçласаччĕ.

Кунсен, çулсен çураçăвне

Йăлт ăнланма шухăшласаччĕ.

Кам пăхăнтарнă вăхăта/

Вăл хăй пурне те пăхăнтарнă.

Ачалăх тарнă саманта

Кам халиччен тытса чарайнă/

Текех эп пĕчĕк ача мар,

Анне сасси мана вăратмĕ.

Автан та – халапри сăнар,

Шел, ÿлĕмрен салам ăсатмĕ.

Эп пурпĕр тăрăп савăнса,

Ирпе аттеçĕм шăнкăравлĕ.

«Юлман-ши хĕрĕм çывăрса. –

Пĕлесшĕн. – Оля мĕн хуравлĕ/»

Васкатăп эп ыйха сирме.

Атте хаваслă, çĕкленÿллĕ.

Хĕвел кĕрет ман пÿлĕме

Яланхи пек, вăр-вар, хĕрÿллĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика