Пулăшăва тивĕçеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:10 Просмотров: 118

«Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çие пур студенткăсем пĕр хутчен тÿлекен пособи илме пултараççĕ. Ун виçи 100000 тенкĕпе танлашать. Ку пулăшăва тивĕçме тупăш шайне пăхмаççĕ.

Тĕп условисем - Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулмалла, Чăваш Республикинче пурăнмалла тата кунта вырнаçнă вĕрентÿ учрежденийĕн кĕрет майпа вĕренекен студентки пулмалла. Пособине çие пурри 12 эрне иртсен палăртаççĕ, çуратнă хыççăн çеç зявлени парсан памаççĕ. Укçа-тенкĕпе усă курмалли чарусем çук, унпа ача-пăча япалисем туянма та, медицина тивĕçтерĕвĕсемшĕн тÿлеме те, кулленхи тăкаксене саплаштарма та юрать.

Кăçал компенсацие республикăри 96 пулас амăшне 9600000 тенкĕлĕх тÿленĕ. Пулăшăва илме вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне çитмелле. Пĕрле паспорт, медицина тата вĕрентÿ учрежденийĕсенчен справка пулмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика