Иван Яковлевич 8 сехет çитессе кĕтсе илчĕ те хăйĕн юратнă мотоблокне тапратса ялти магазина апат-çимĕç туянма вĕçтерчĕ. Мĕн кăна сутмаççĕ-ши хальхи вăхăтра: ăшă енче ÿсекен çимĕçсем, 5-6 тĕслĕ кăлпасси, сырĕ, 10 тĕслĕ канфет, печени. Мĕн кирлине илчĕ те вăл каялла хуллен шутласа пычĕ ĕлĕкхи пурнăç пирки: «Мĕн çисе ÿснĕ-ши эпир çитĕннĕ чухне/..»
Иван Яковлевич Лебедев Ершепуç ялĕнче 1933 çулхи март уйăхĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Яков Семенович Лебедев, 1905 çулта çуралнăскер, «Трудовик» колхозра бригадир пулнă. Çак ялтах пурăнакан Федор Григорьевич Кудрявцевăн ĕçчен, илемлĕ хĕрне Дуньăна качча илсе виçĕ ывăла пурнăç панă: Василий 1930 çулта, Иван 1933 çулта, Миша 1936 çулта çуралнă. Арăмĕпе пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса шăкăл-шăкăл пурăннă, выльăх-чĕрлĕхне те усранă, кил-çуртне те çĕкленĕ. Анчах та сасартăк Дуняша йывăр чирлесе ÿкет, 1939 çулта çĕре кĕрет. Виçĕ пĕчĕк ывăлне тăлăха тăратса хăварать. Çав тери йывăр пулнă Яков Семеновича ачисене пĕччен пăхма.
Çав вăхăталлах Отиккăвă ялне çумри Упакасси ялĕнчи 1914 çулта çуралнă Люксандр ятлă хĕрача Якура качча килнĕ. Иккĕшĕ пĕрле пурăннă чух Якура салтака илсе каяççĕ. Люксандр кăшт вăхăт иртсен арçын ача çуратать. Ашшĕ салтакра питĕ савăнать ку хыпаршăн. Амăшĕ хăйĕн ывăлне хытă юратать, кунĕн-çĕрĕн ăна лайăх пăхать. Анчах арçын ача чирлесе ÿкет те сывалаймасть, пĕчĕклех уйрăлса каять пурнăçран. Люксандр иртен пуçласа каçчен макăрать. Якур ку хыпара пĕлсен арăмĕ патне хаяр çыру ярать: «Ачана пăхма пĕлеймерĕн пулсан, мана эсĕ текех кирлĕ хĕрарăм мар. Эпĕ киле таврăннă тĕле сан хăрах уру та ан пултăр ман кил-çуртра».
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Надежда ИЛЬИНА,
пенсионерка
Июль 2026 |
