Чăваш ен - наци проекчĕсене пурнăçлассипе чи лайăх регионсен йышĕнче. Республикăра 12 наци проектне тĕпе хурса 44 регион проектне пурнăçа кĕртессипе хастар ĕçлеççĕ. Çĕнĕ направленисен шутĕнче - технологи лидерствине тивĕçтересси. Уйăхсерен ирттерекен рейтингпа килĕшÿллĕн ку енĕпе Чăваш ен çитĕнĕвĕсем çĕршыври вăтам кăтартусенчен те пысăкрах.
Апрельте республикăра наци проекчĕсен пурнăçланаслăхĕ 99,8 процентпа танлашнă. Çакă региона çĕршывра 15-мĕш, Атăлçи федераллă округра 4-мĕш вырăна хăпарма май панă. Çавăнпа пĕрлех вуникĕ нацпроектран вуннăшне 100 проценчĕпех пурнăçланă. Бюджет финансированийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2026 çулта 23,8 млрд тенкĕрен иртет.
Хамăрăн пуçарусем пирки калас-тăк, сывлăх сыхлавĕнче, акă, тÿрех икĕ проект - «Медицина кадрĕсем» тата «Гепатит С чирĕпе кĕрешесси» - пысăк хаклава тивĕçнĕ. Вĕрентÿ тытăмĕнче те «Лайăххи пĕтĕмпех ачасем валли» регион проекчĕ ăнăçлă ĕçлет. Кăçал 38 шкулта тĕплĕ юсав иртет, Çĕнĕ хула микрорайонĕнче шкул строительстви пырать, çавăн пекех профильлĕ предметсене вĕрентме шкулсене оборудованипе тивĕçтереççĕ тата ытти те. «Çурт-йĕр» регион проекчĕн те тĕллевĕсем пысăк. Кăçал, сăмахран, 855 пин тăваткал метр çĕнĕ çурт-йĕре хута ярасшăн. Унсăр пуçне аварийлĕ çурт-йĕрте пурăнакансене хăтлă хваттер-пÿлĕмсене куçарасси те тимлĕхрех.
- Наци проекчĕсене пурнăçлассипе малтанхи результатсем аван. Çапах та ĕçе кĕртмелли тĕллевсем нумай-ха. Хамăр çитнĕ кăтартусенчен чакмалла мар, ÿстерсе пымалла. Каламалла, хăшпĕр кăткăс проектсем халĕ регион укçи-тенкипе те пурнăçа кĕреççĕ. Çакă республика ытларах задачăсене татса пама пултарнине пĕлтерет, нацпроектсен чылай направленийĕпе кăтартусене ÿстерме май парать, - палăртать Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Июль 2026 |
