Тухăçлă пурнăçланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:28 Просмотров: 115

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче депутатсем республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе, граждансен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă тăхăр ыйтăва пăхса тухнă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту Чăваш Республикин 2025 çулхи бюджетне пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ. «Тĕп финанс докуменчĕ тĕлĕшпе хатĕрленĕ отчет республика аталанăвĕн кулленхи тĕллевĕсене пурнăçланă май хамăрăн малашлăхри ĕçсене йĕркелеме палăртнине кăтартать», - тенĕ Леонид Черкесов.

Парламент спикерĕ çирĕплетнĕ тăрăх, экономикăна чарусемпе санкцисем витĕм кÿчĕç пулин те бюджетра социаллă пĕлтерĕшлĕ тăкаксен виçине пĕчĕклетмен. «Унчченхи çулсенчи пекех çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, - тенĕ вăл. - Паллах, влаçăн пур сыпăкĕ те тачă çыхăнса ĕçленĕрен тĕп финанс документне тухăçлă пурнăçлама май килнĕ. Уйрăмах Чăваш ен Пуçлăхĕн, республика Правительствин тата депутатсен корпусĕн пĕрлехи ĕçне палăртмалла». Леонид Ильич кăçал та бюджета пурнăçлас, уйăрнă укçа-тенкĕпе тухăçлă тата вăхăтлă усă курас тĕлĕшпе пĕлтĕрхи пекех ĕçлеме тĕллев лартнă.

Тĕп докладпа Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Метелева тухса калаçнă. Пĕлтĕр республика бюджечĕ, 2024 çулхипе танлаштарсан, налук тата налук мар тупăшсемпе 22 процента яхăн ÿснĕ. Çав хушăрах тупăшăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 10,7 процент пысăкланнă. Бюджет тăкакĕсем 113105,9 миллион тенкĕпе е 2024 çулхи виçен 110,2 проценчĕпе танлашнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика