«Çемье» наци проекчĕ аслă ăру çыннисен пурнăçне активлă йĕркелесси çине пысăк витĕм кÿрет. Республикăра, ак, ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Анчахрах Шупашкарта пенсионерсем хушшинче компьютерпа тĕрлĕ енлĕ ĕçлесе тупăшассипе чемпионат иртнĕ. Унта округри ветерансен Канашĕн председателĕ Антонина Филимонова ертсе пынипе Вăрнар команди те хастар хутшăннă. Вăл шутра - Вăрнарти Татьяна Павлова, Шĕнер Ишек тăрăхĕнчи Анатолий Васильев тата Пăваялĕнчи Ярослав Никифоров.
Ăс-хакăл тупăшăвĕ заданисен виçĕ блокне пĕрлештернĕ. «Пĕтĕм тĕнче кĕсьере» конкурсра аслă ăрурисем смартфонри приложенисемпе тата цифра сервисĕсемпе епле пĕлсе ĕçленине кăтартнă. «Цифра хăрушсăрлăхĕ - чикĕсĕр хÿтĕлев» конкурсантсем интернет уçлăхĕнче мушенниксенчен хÿтĕленме пĕлнипе пĕлменнине тĕрĕсленĕ. «Раççей - пирĕн пĕрлехи кил» заданире пухăннисем тĕрлĕ халăх культурипе йăлине тĕпченĕ.
Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Ярослав Никифоров арçынсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă. Ăна дипломпа чысланă. Ытти участниксем те лайăх кăтартупа палăрнă.
Конкурс «Единая Россия» партин «Аслă ăру» проекчĕ йĕркипе иртнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Июль 2026 |
